Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ — Шупашкар хулинчи пукане театрӗ. Вӑл ачасемпе ҫитӗннисем валли театр ӳнерне аталантаракан вырӑн.
Театра 1943 ҫулта Етӗрне хулинче куҫса ҫӳрекен пукане театрӗ пек йӗркеленӗ. Унӑн никӗсӗнче блокадӑри Ленинградран эвакуациленӗ артистсем тата вырӑнти ӳнер пултарулӑхне хутшӑнакансем пулнӑ. 1944 ҫулта Республикӑри куҫса ҫӳрекен пукане театрӗ Чӑваш АССР тӗп хулине, Шупашкара куҫнӑ, пионерсен ҫуртне вырнаҫнӑ.
Профессионаллӑ театра никӗсленӗ официаллӑ кун — 1945 ҫулхи акан 15-мӗшӗ. Ҫак кун пӗрремӗш спектакль премьери пулнӑ. Театра никӗслекенӗ, пӗрремӗш директорӗ тата ӳнер ертӳҫи Сергей Мерзляков пулнӑ. Пӗрремӗш труппӑна Орлова Елена, Фаяльская Фаина, Алексеев Михаил артистсем тата ыттисем те кӗнӗ.
Малашнехи ҫулсенче театр хастар аталаннӑ, унӑн репертуарне вырӑс тата ют ҫӗршыв литературин классикӑллӑ хайлавӗсем тӑрӑх лартнӑ спектакльсем, ҫавӑн пекех чӑваш драматургӗсен пьесисем пуянлатнӑ. Хӑйӗн историйӗнче театр ҫӗршер спектакль тата театрланӑ программӑсем хатӗрленӗ.
1996 ҫулта театр ӳнерӗнчи ҫитӗнӳсемшӗн коллектива Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсен премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ. 2001 ҫулта театр пӗтӗм тӗнчери пукане театрӗсен ӗҫченӗсен пӗрлӗхне кӗнӗ, 2003 ҫултанпа вара вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри пукане театрӗсен ассоциацийӗн членӗ шутланать.
Театрӑн хальхи репертуарне тӗрлӗ ӳсӗмри куракансем валли хатӗрленӗ постановкӑсем кӗреҫҫӗ. Репертуарӑн никӗсӗнче ача-пӑча литературин классика хайлавӗсем — «Конёк-горбунок», «Незнайка», «Гадкий утёнок», «Золушка», ҫавӑн пекех хальхи авторсен пьесисем вырнаҫнӑ.
Театр чӑваш драматургине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрать, Юхма Мишшин, Раиса Сарпин, Николай Айзманӑн тата ытти авторсен хайлавӗсем тӑрӑх спектакльсем лартать. Репертуарта ҫитӗннисем валли хатӗрленӗ постановкӑсем, ҫав шутра «Король Лир» спектакль те пур.
2026 ҫулта театр темиҫе премьера, ҫав шутра «Теремочек-Теремок», «Крошка Енот» спектакльсем лартма, «Серая шейка» постановкӑна ҫӗнетме, ҫавӑн пекех Шекспир циклне вӗҫлеме палӑртать.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн труппинче Чӑваш Республикин халӑх тата тава тивӗҫлӗ артисчӗсем ӗҫлеҫҫӗ.
Театрӑн малти артисчӗсен шутӗнче:
Театрӑн иилемлӗх ертӳҫи — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Филиппов Юрий Михайлович. Театр директорӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Абрамова Елизавета Ариевна.
Театр виҫӗ пысӑк фестиваль йӗркелесе ирттерет:
Чӑваш пукане театрӗ хӑйӗн социаллӑ ӗҫ-хӗлӗпе анлӑ паллӑ. 2009 ҫултанпа театр сывлӑх енӗпе хавшак ҫынсем валли хатӗрленӗ проектсене пурнӑҫлать. Вырӑнтан тӑрайман сусӑр ачасем валли йӗркеленӗ программа ҫакӑн пек пӗрремӗш проект пулнӑ. Хӑй ӗҫленӗ ҫулсенче театр нумай тӗллевлӗ проект пурнӑҫланӑ, вӗсенчен чылайӑшӗ социаллӑ пӗлтерӗшлӗ. 2013 ҫултанпа Раҫҫей Федерацийӗн Культура министерстви пулӑшнипе ятарлӑ фестиваль ирттереҫҫӗ.
Театр артисчӗсем пӗтӗм тӗнчери фестивальсене хутшӑнаҫҫӗ, тӗнче, ҫавӑн пекех Раҫҫей хулисем тӑрӑх гастрольсене ҫӳреҫҫӗ.
Театр ҫак адреспа вырнаҫнӑ: 428032, Чӑваш Республики, Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 15-мӗш ҫурт.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 